Германирен пӗр ҫемье Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Хӑйсем журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, кунта вӗсен ачисем хӑйсене аванрах та туяҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗн аталанаҫҫӗ.
Андреас тата Инна Цурт паллашса пӗр ҫемьепе пурӑнма тытӑннӑранпа 14 ҫул ӗнтӗ. Инна — чӑваш хӗрӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пуҫӗ, Андреас, — Берлинта. Пулас мӑшӑр Германин тӗп хулинче паллашнӑ.
Цуртсен ҫемйинче пурте вырӑсла тата нимӗҫле пӗлеҫҫӗ («Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта чӑваш чӗлхи пирки асӑнман. Интернационаллӑ ҫемьери ачасем амӑшӗн тӑван чӗлхине ӑша илнипе илменнине калаймӑпӑр).
Ҫемьери аслӑ ывӑл Александер Канашри 3-мӗш шкулта вӗренет, академи вокалӗпе кӑсӑкланать, хорта юрлать, вӑл Ҫамрӑк чукунҫулҫӑсен клубне ҫӳрет. 4-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Христиан А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗресшӗн. Ҫемьери чи кӗҫӗнни — Мартин та аслисене кура талпӑнуллӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем Раҫҫейре чӑннипех те аталанма пуҫланӑ. Аслисене вӗсем кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал ачасем пуҫласа ҫӗрулми лартса курнӑ.
Инженер пӗлӗвӗллӗ Андреас пӳрт тума тытӑннӑ.
Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ.
Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ.
«М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн.
«М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗ шӑп та лӑп 100 ҫул каялла Украинӑри Остёр хули ҫывӑхӗнчи Старогордка ялӗнче татӑлнӑ.
Поэтӑн тӑван тӑрӑхне паян чӑваш халӑх поэчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ директорӗ Валери Туркай; Светлана Асамат поэт тата юрӑҫ; чӑваш поэтесси, драматургӗ, тӑлмачӑ Раиса Сарпи; Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева; Алексей Енейкин тележурналист; Олег Цыпленков кинематографист тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Улькка Эльмен пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн хастарӗсем Владимир Андреев подполковник тата Вячеслав Ильин полковник ҫитнӗ.
Комсомольски районӗнче, Кӗтне юханшывӗнче, пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура вырӑна ҫитсе тӗрӗслев пуҫарнӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта та Кӗтнере пулӑсем вилнӗ. Ун чухне мӑшкӑлтӑк шывӗ унта тасалмасӑрах юхса тухнине палӑртнӑ.
Халӗ каллех катастрофа. Специалистсем шыва тӗрӗслеме илнӗ. Кун хыҫҫӑн тин чӑн сӑлтавне палӑртма пултарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Канаш, Йӗпреҫ, Шупашар районӗсенче те пӗвере пулӑсем вилнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Акатуй» кӗрлесе иртнӗ. Уява хресчен пурнӑҫне тата ял ҫыннин кулленхи ӗҫ-хӗлне кӑтартса паракан юрӑ-кӗвӗпе, театр композицийӗпе уҫнӑ.
Канашсене саламлама РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Анатолий Аксаков тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
«Пурнӑҫ урапи» лапамра шкулсемпе ача сачӗсен тематика кӗтесӗсем хаpпӑр тӑрӑхри паллӑ ҫынсемпе, историллӗ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Уявра юрӑ-ҫемӗ янӑранӑ, спорт вӑййисем иртнӗ.
Акатуя пынӑ халӑх хитре тумалнса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӗр амӑшӗ пипкери ачине чӑвашла тумлантарса илсе пынӑ.
Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан чӑвашсем футболла выляссипе ӑмӑрту ирттернӗ. Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 6 команда — Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Йӗпреҫ, Елчӗк, Шӑмӑршӑ районӗсен хастарӗсем — хутшӑннӑ.
«Вӑйӑ ҫивӗч те интереслӗ иртнӗ. Пирӗн район команди финалта Йӗпреҫсемпе вылянӑ. Вӑйӑ пӗр-пек очкосемпе вӗҫленнӗрен пенальти тапнӑ. Патӑрьелсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑйӑсене йӗркелеме Треньелӗнчи В. Зайцевпа Чӑваш Ишекӗнчи А. Краснов тӑрӑшнӑ.
Патӑрьелӗнчи А. Моисеев «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Именкассинчи А. Нянин «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Треньелӗнчи О. Михайлов «Чи лайӑх вратарь» ятсене тивӗҫни те кӑмӑллӑ», — хыпарланӑ хаҫат.
Станислав Никоноров (Сатур) поэт кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кун ҫути кӑтартать. Нумаях пулмасть унӑн тепӗр сӑвӑ пуххийӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл «Кӗр ванчӑкӗ» ятлӑ.
Станислав Сатур 1959 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанарта ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 14-мӗш профессиллӗ техника училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ стройкӑра платник-монтажник пулса ӗҫленӗ, ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл хӑйӗн пӗлӗвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Хусанта зонӑри комсомол шкулӗнче, Мускавра Пӗтӗм Союзри комсомолӑн курсӗнче ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин писательсен союзӗ ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвне ҫӳренӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускаври М.В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академийӗнче пушар хӗсметӗнче тӑрать.
Иваново хулинчи усламҫӑ туса кӑларнӑ "Приемиум" ятлӑ студеньри натри нитричӗпе Мускаври, Архангельск, Волгоград, Ярославль облаҫӗсенчи ҫынсем наркӑмӑшланнӑ. Хӑшӗ-пӗри - вилмеллех.
Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак студене Чӑваш Енре те тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче туса кӑларнӑ партие Шупашкар тата Канаш районне илсе килнӗ. Апла асӑрханмалла.
Регионти туянусен центрӗ "Канаш - Славаш" автоҫула юсамашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫак ҫулӑн Малти Ӑнтавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗр пая, 4 ҫухрӑма, юсӗҫ. Ку ӗҫ валли 58 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене 4 уйӑхра вӗҫлемелле, анчах ку ӗҫе 3 ҫулта пайӑн-пайӑн пурнӑҫлӗҫ. Хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен проекта хӑвӑрт та вӗҫлеме пултарӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ҫул ҫинче аркансах пӗтне пай та пур. Вӑл - Малти Ӑнтавӑш ялӗ еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте. Анчах ӑна хальлӗхе тытмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |